Ака уйăхĕн 21 мĕшĕ – чăваш чĕлхин эрнине уçасси. Чăваш халăх писателĕпе Лидия Михайловна (Иванова) Сарине шкулти ачасем 3, 4, 6-мĕш класри ачасем  творчествăллă тĕл пулăва хутшăнчĕç. 

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 7-9 мĕш класри ачасем И. Я. Яковлев  ячĕпе хисепленекен педуниверситетри Чăваш тата вырăс филологиăĕн факультечĕ, вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедри ирттерекен «Тăван чĕлхе–чăваш чĕлхи» онлайн викторинăна анлăн хутшăнчĕç.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче  шкулти 3-4 мĕш класра вĕренекен ачасем Шупашкарти «Чăваш тĕрри» музейĕнче экскурсире пулчĕç.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче – шкулти ачасем 6-7 класри ачасем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халаласа «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие активлăн хутшăнчĕç.

Ака уйăхĕн 25-мăшăнче «Шупашкар урамĕсем» виртуаллă экскурси. "Чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленӗренпе 150 ҫул" темӑпа 10-11-мӗш классенче калаҫу.

Эрне хушшинче-чӑваш юррисемпе сӑввисен 7-8 класӗнче вӗренекенсем пурнӑҫлани.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче – чăваш чĕлхи эрнин пĕтĕмлетĕвĕ.

        Çав шĕл-кăвар–чăваш сăмахĕ,

         Чечен  чехле–чăваш чĕлхи.

         Вăл упрансассăн– хам хамах эп

         Упранмасан – эп çын мĕлки...

                                                    П. Хусанкай. 1966 ç.

20210425 173927 IMG 621fe7b02b1e86bbf79322d30b07e240 V
IMG 6563c20097ca81c055adb0ada2b66e61 IMG d252b96d23e7c807ab6fd6b44f7034dc
20210425 174037