Ака уйăхĕн 21 мĕшĕ – чăваш чĕлхин эрнине уçасси. Чăваш халăх писателĕпе Лидия Михайловна (Иванова) Сарине шкулти ачасем 3, 4, 6-мĕш класри ачасем творчествăллă тĕл пулăва хутшăнчĕç.
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче – 7-9 мĕш класри ачасем И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педуниверситетри Чăваш тата вырăс филологиăĕн факультечĕ, вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедри ирттерекен «Тăван чĕлхе–чăваш чĕлхи» онлайн викторинăна анлăн хутшăнчĕç.
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче – шкулти 3-4 мĕш класра вĕренекен ачасем Шупашкарти «Чăваш тĕрри» музейĕнче экскурсире пулчĕç.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче – шкулти ачасем 6-7 класри ачасем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халаласа «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие активлăн хутшăнчĕç.
Ака уйăхĕн 25-мăшăнче – «Шупашкар урамĕсем» виртуаллă экскурси. "Чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленӗренпе 150 ҫул" темӑпа 10-11-мӗш классенче калаҫу.
Эрне хушшинче-чӑваш юррисемпе сӑввисен 7-8 класӗнче вӗренекенсем пурнӑҫлани.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче – чăваш чĕлхи эрнин пĕтĕмлетĕвĕ.
Çав шĕл-кăвар–чăваш сăмахĕ,
Чечен чехле–чăваш чĕлхи.
Вăл упрансассăн– хам хамах эп
Упранмасан – эп çын мĕлки...